Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Шупашкар

Спорт
afisha.cheb.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
afisha.cheb.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ав, Ҫӗнӗ Шупашкарта «Чӑваш паттӑрӗ» ҫар искусствисен фестивалӗ иртӗ. Ӑмӑрту эпир маларах асӑннӑ хулари Ҫӗнтерӳ лапамӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

Фестивальте куракансем валли интересли самай пулассине шанма пулать. Чӑваш пӑхаттирӗсем спортӑн тӗрлӗ мелӗпе вӑй виҫӗҫ: кӗрешӳре, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе, панкратион, ҫарта алӑпа кӗрешес, ушу, тхэквондо, WKC каратэвӗ енӗпе.

Кӗрешӗве чӑваш спортсменӗсем кӑна мар, ытти ҫӗртен килсе ҫитнӗ вӑйпиттисем те хутшӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://afisha.cheb.ru/go/283387
 

Республикӑра

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Чи лайӑх бульдозерист» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн федераци тапхӑрӗ иртӗ. Пирӗн республикӑра кунашкалли – пӗрремӗш хут.

Конкурса ЧР Ӗҫлев министерстви тата бульдозер техникипе тивӗҫтерекен Шупашкарти компани йӗркеленӗ.Унта 11 регионтан хутшӑнӗҫ: Алтай, Красноярск крайӗсенчен, Белгород, Вологда, Ленинград, Липецк, Чулхула облаҫӗсенчен, Тутарстанран тата Хакасирен. Конкурсҫӑсем теори ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ, унтан тренажер-стимуляторпа Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трассӑна, полигона парӑнтарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/87917
 

Афиша

Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем сцена ҫине тухассине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне камсем килессине каламанччӗ.

Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Спутник хула ҫыннисене "Краски" ушкӑн савӑнтарӗ. Вӑл каҫхине Атӑл хӗрринчи лапамра юрлӗ.

Палӑртмалла: 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче анлӑ сарӑлнӑ ушкӑнра ун чухнехи юрӑҫсенчен нихӑшӗ те юлман. Пурте - ҫӗнӗ ҫынсем.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Женя Крутова урамӗнче 16-мӗш ҫуртра 3-мӗш хутра пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара кил хуҫи ним сисмесӗр ҫывӑрнӑ.

Тӗтӗм шӑршине кӳршисем сиснӗ те пушарнӑйсене чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем килсен кил хуҫине ҫунакан хваттертен илсе тухнӑ. Ӑна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Пушар вӑхӑтӗнче ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Юрать, вӗсенчен нихӑшӗ те шар курман.

 

Персона
mvdmedia.ru сайтри сӑн
mvdmedia.ru сайтри сӑн

Полици капитанӗ Сергей Ежов Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче Атӑл ҫинче катерпа патрульте пулнӑ. Ӑнсӑртран вӑл пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ.

Пӗр арҫын путма пуҫланӑ иккен, шывран тухаймасть. Сергей Ежов ӗҫтешӗпе Максим Атласкинпа ӑна шывран туртса кӑларнӑ та катер ҫине хунӑ. Ӑна шӑнӑр туртса лартнӑ, хӑй тӑнне ҫухатман-ха.

Путма пуҫланӑ арҫын 30 ҫулта, вӑл – Самара ҫынни. Палӑртмалла: Сергей Ежов полици тытӑмӗнче 30 ҫула яхӑн ӗҫлесе 3 ҫынна путасран ҫӑлнӑ.

 

Вӗренӳ

Ҫак хӗрача – чӑн-чӑн маттур. Вӑл икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Виктория Котусенко пирки пырать. Вӑл химипе тата вырӑс чӗлхипе пулнӑ экзаменсенче ҫавӑн чухлӗ балл пухнӑ.

Республикипе илес тӗк, вырӑс чӗлхи экзаменӗнче 36 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Канашран, Йӗпреҫрен, Вӑрмартан, Патӗрьелтен пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/zaxarov21/2262
 

Афиша
Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Пулатов телеграм-каналӗнчи сӑнӳкерчӗк

Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар сцени ҫинче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ юрлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов пӗлтернӗ.

Ҫавӑн пекех хула ҫыннисене "Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем" фестивале, "Виҫӗ хӗвел" этно-фестивале хутшӑнакан пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ. Уяв ташӑ каҫӗпе тата фейерверкпа вӗҫленӗ.

Сӑмах май, Химик кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара "Уматурман" килнӗ. Кам килессине ун чухне уявчченех вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Хальхинче те хӑш юрӑҫ килессине пӗлтермен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/novpulatov
 

Хулара
incred.ru сайтри сӑн
incred.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын кредиткӑпа усӑ курман, анчах унтан унӑн укҫи ҫухалнӑ. 33 пин тенкӗпе такам усӑ курнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ. Уншӑн тӳленӗ чухне телефонӗнче тӗнче тетелӗ тытман та вӑл пӗлӗшне пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ кредиткӑна хӑйӗн телефонӗ ҫине ҫирӗплетнӗ, анчах каялла илмен. Хайхискер, унччен те вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ 20 ҫулти каччӑ, ҫав карттӑпа 2 уйӑх усӑ курнӑ: лавккара, кафере, хупахра. Ҫапла вӑл 33 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.мвд.рф
 

Вӗренӳ
rbc.ru сайтри сӑн
rbc.ru сайтри сӑн

Шкултан вӗренсе тухакансем патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытаҫҫӗ. Камсем 100 балл пухнисем паллӑ.

Химипе 15 ҫамрӑк 100 бала тивӗҫнӗ. Вӗсем: Семен Измуков (Шӑмӑршӑ шкулӗ), Анна Воробьева (Канашри 6-мӗш), Ксения Гордеева (Шупашкарти 2-мӗш гимнази), Егор Яковлев (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Регина Моткина (Шупашкарти 44-мӗш лицей), Екатерина Романова, Ангелина Скобелева, Данила Гаврилов, Ольга Алексеева, Ольга Баканова (Шупакшарти 2-мӗш лицей), Лейла Мурашкина, Дарья Горшкова, Мария Горшкова, Мария Александрова, Виктория Котусенко (Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей).

Вырӑс литературипа вара Шупашкарти 2-мӗш гимназии вӗренекенӗ Яна Семенова 100 балл пухнӑ.

 

Хулара
5ol.ru сайтри сӑн
5ol.ru сайтри сӑн

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнче килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫӑла ӳкнӗ.

Ҫӑлавҫӑсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Ҫекӗлпе усӑ курса вӗсем ҫӑла ӳкнӗ ҫапкаланчӑк йытта туртса кӑларнӑ. Паллах, йытӑ савӑннӑ. Ҫакна вӑл хӳрипе хаваслӑн вылятса палӑртнӑ. Ҫапла тав тунӑ ӗнтӗ вӑл ҫӑлавҫӑсене. Кайран вӑл хӑвӑрт кӑна куҫ умӗнчен ҫухалнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, [37], 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, ... 212
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир лӑпкӑрах пулнине, хӑвӑра ытларах шаннине туйма тытӑнатӑр. Ӗҫлӗ проектсем ӑнӑҫлӑ пулӗҫ, эсир пӗлтерӗшлӗ ыйтусене мӗнле татса панине ертӳлӗх асӑрхӗ. Ӗҫтешсемпе хутшаннӑ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, сире хирӗҫтерассишӗн тӑрӑшма пултарӗҫ.

Ака, 21

1925
101
Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ.
1925
101
Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ.
1947
79
Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть